Ла-Шо-де-Фон
Ла-Шо-де-Фон
La Chaux-de-Fonds
|
Ла-Шо-де-Фон — (фр. La Chaux-de-Fonds, ним. Tschuderifung (уст.)) — Швейцарири хула тата община, Бильпе пĕрле швейцар сехечĕсене тăвакансенчен пĕрри шутланать [1][2].
Географи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ла-Шо-де-Фон хула Швейцарин анăçĕнче, Невшатель кантонăн çурçĕр-анăçĕнче, Франци чиккипе юнашар, вырнаçнă, пĕр ятлă тăрăхăн центрĕ шутланать. Ла-Шо-де-Фон Романдире виççĕмĕш шĕкĕр хула (Женевăпа Лозанна хыççăн) тата Тури Юран чи пысăк хули пулать. Хула тинĕс шайĕнчен 992 метр çӳллĕшĕнче ларать, , çапла вара, Европăра чи çӳлте вырнаçнă хуласенчен пĕрри пулать. Хулари çĕр лаптăкĕ — 55,66 км².
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ла-Шо-де-Фон пирки пĕрремĕш 1350 çулта La Chaz de Fonz тесе çырнă. XVI ĕмĕрте кунта йывăç хăмаран тунă 12 кил тăнă. Вăтăр çуллăх вăрçă иртсен, XVII ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче, Ла-Шо-де-Фон хăвăрт аталанма тытăнать. Сехетсене ăсталама кунта XVIII емĕрĕн пуçламăшĕнче пуçланă та çав çĕрçуллăхăн вĕçнелле Ла-Шо-де-Фон индустри центрĕ пулса тăнă. 1794 çулта хулан 3/4 пайне вут-кăвар çисе ярать, çакăн хыççăн ăна çĕнĕ план тăрăх, сехет тăвакансен сĕнĕвĕсене шута илсе, туса лартнă. 1806 çулчен Ла-Шо-де-Фон Невшатель кнеçлĕхĕ шутĕнче, 1707 çулчен Пруссипе харпăр унипе çыхланнă пулнă. Каярах, 1806—1815 çулсенче Франци йышĕнче. Вена конгресĕ иртсен — Швейцар конфедерацийĕ йышĕнче, Прусси вара сюзеренăн номиналлă правине XIX ĕмĕрченех упраса юлнă.
Пурăнан халăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хулара 37 433 çын (1.01. 2009 çул тĕлнелле) пурнать: 85,5 % — франко-швейцарсем, 3,6 % — итало-швейцарсем, 3,2 % — португалсем, 2,4 % — германо-швейцарсем. 53 % ĕçлекен çын тивĕçтерӳ сферинче, 45 % — промăçлăхра (сехет промăçлăхĕнче), 2 % — ял хуçалăхĕнче.
Паллă ентешсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çуралнă:
- Ле Корбюзье — архитектор-модернист, кунта хăйĕн пĕрремĕш çурчĕсене тунă — сăмахран, хăйĕн çуралнă килне — Шурă виллăна (1912, 2005-па — музей), Швоб виллине, кинотеатр.
- Луи Шевроле — автоконструктор тата авточупавçă, Chevrolet марккине тăваканĕ
- Пьер-Жак Дроз — математик тата механик, сехетсен тата автомат-пуканесен конструкторĕ
- Блез Сандрар — поэт, çыравçă тата эссейçĕ.
Хăйĕн швейцар эмиграцинче Ла-Шо-де-Фонре чылай хушă В. И. Ленин тата П. А. Кропоткин пурăннă.
1848 çулта Ла-Шо-де-Фонре Omega сехет фирмине йĕркеленĕ.
1895 çулта Rotary Watches фирмине йĕркеленĕ
1992 çулта Bell & Ross.сехет фирмине йĕркеленĕ
Археологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Бишон гротĕнче (Grotte du Bichon) палеолит тапхăрĕнчи упа сунарçин шăммисене тупнă, унăн Y-хромосомăллă I2a гаплогруппăпа U5b1h митохондриллĕ гаплогруппăна палăртнă[3].
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Шо-де-Фон // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
- ^ La Chaux-de-Fonds. Brief Description
- ^ Jones, E. R. et al. Upper Palaeolithic genomes reveal deep roots of modern Eurasians, 2015
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Шо-де-Фон // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
Невшатель кантонĕнчи хуласем |
||
---|---|---|
Ку Швейцари географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |