Контент патне куҫ

Диалект

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пичетлемелли версипе урӑх усӑ курмастпӑр, унта йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ. Браузерӑн суйласа илнисене ҫӗнетӗр та ҫакӑн вырӑнне браузерӑн ахаль пичет функцийӗпе усӑ курӑр.

Диалект (грек. διάλεκτος «калаçу, вырăнти калаçу») — чĕлхен вырăнти уйрăмлăхĕ, тĕсĕ, пĕр-пĕр вырăнта пурăнакан çынсене хутшăнма пулăшакан хатĕр. Унăн фонетикăпа лексика тата грамматика системи пур. Диалект — чĕлхе пайĕ. Кирек мĕнле чĕлхере те икĕ диалекта кая пулмалла мар, унсăрăн диалект çинчен калаçма сăлтав пулмасть. Пĕр диалект хăйĕн паллисемпе теприншĕн е ыттисемшĕн хирĕçле пулса тухать. Хирĕçлев пулмасан диалект иккĕ е нумай пулма пултараймасть.

Чĕлхери диалектсене уйăракан тĕп паллăсем — диалект уйрăмлăхĕсем пур. Чăваш чĕлхинчи диалектсене уйăракан паллăсем:

  • фонетика уйрăмлăхĕсем:
    • сăмахсен пĕрремĕш сыпăкĕнче о ~ у калани (йоман — йуман, полă — пулă, орлă — урлă);
    • тутапа калакан ă°, ĕ° сасăсем пурри-çукки {вă°рă°м — вăрăм, тă°ххă°р — тăххăр, пĕ°лĕ°т — пĕлĕт);
    • вăрăм хупă сасăсем кĕске хупă сасăсемпе ылмашни (тоттăр — тутăр, виттĕр — витĕр, коккăр — кукăр);
  • лексика уйрăмлăхĕсем: асанне — мамак, поскил — пускил — кӳршĕ, отма ~ утма çул — сукмак;
  • грамматика уйрăмлăхĕсем:
    • япала ячĕн нумай хисеп аффиксĕ икĕ е пĕр вариантлă пулни: лашасам — лашасем, ялсам — ялсем;
    • вĕçленӳ парадигминчи уйрăмлăхсем: хулана — холайа, пăрăва — пăруйа, пăруна;
    • сăпатлану парадигминчи уйрăмлăхсем: эсир вулатăр, каятăр — эсĕр вулаттăр, каяттăр; эпĕ çăвăп, тăвăп — эпĕ çуйăп, туййп.

Чăваш чĕлхинчи диалектсем территориллĕ диалектсем, урăхла каласан вĕсен кашнин хăйĕн территорийĕ пур. Чăваш чĕлхинчи социаллă диалектсене (социолектсене) тĕпчемен[1].

Çавăн пекех пăхăр

Асăрхавсем

  1. ^ Ахăртнех, актуаллă ыйту пулманран пулĕ.